

2 images
| Çулсем |
|---|
| 1 • 2 • 3 • 4 — 5 — 6 • 7 • 8 • 9 |
| Вунçуллăхсем |
| 10-мĕшсем п. эрч. • 0-мĕшсем п. эрч. — 0-мĕшсем — 10-мĕшсем • 20-мĕш |
| Ĕмĕрсем |
| I ĕмĕр пирĕн эраччен — I ĕмĕр — II ĕмĕр |
Пулнисем
Авалхи Рим
- Рим консулĕсем: Гай Поппей Сабин и Квинт Сульпиций Камерин. Консул-суффектсем: Марк Папий Мутил тата Квинт Поппей Секунд.
- Авăн уйăхĕнче Германире херусксен çулпуçĕ Арминий ертсе пынипе пăлхав çĕкленет. Германсем Тевтобург вăрманĕнчи çапăçура Публий Квинтилий Вар ертсе пынă виçĕ легиона çĕмĕрсе тăкаççĕ.
- Иллири рим провинцине Далмаци (Тури Иллири) тата Паннони (Анат Иллири) çине пайлаççĕ.
- Иудейпе Самари префекчĕ Марк Амбивий.
Авалхи Китай
- Китайри император тытăмне Ван Ман ярса илет. Малтанхи Хань тапхăрĕ. Синь ăрăвĕ пуçланнине пĕлтереççĕ.
- Ван Ман çĕрпе чурасене сутма чарать.
Çуралнă
- чӳк, 17 — Тит Флавий Веспасиан, историре император Веспасиан ятпа паллă.
Вилнĕ
- Публий Квинтилий Вар — рим çарпуçĕ, çапăçăва выляса ярсан Тевтобург Вăрманĕнче хăй çине ал хурать.
- 9, авăн — Марк Целий|Марк Целий (п. эрч. 44 çулĕ тĕлнелле çур.), XVIII легионăн аслă центурионĕ (примипилĕ), германсен тыткăнне лексен, хăй çине алă хунăскер.
- 9, авăн — (Гай) Нумоний Ваала, Квинтилий Варăн çарĕнчи легат. Веллей Патеркул каланипе, «тăшман енне каçнăшăн вĕлернĕ».
Çав. пекех
- П. эрч. 9
| Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |
