factograf
CV

Ааре (юханшыв)

Ааре (юханшыв)

Key facts

тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш478m
ӑнлавӑн уйрӑмлӑ тӗслӗхӗюхан шыв, Юпă
патшалӑхШвейцари
администрациллӗ-территориллӗ виҫеБерн
А5 автоçул çинчи Аре урлă хывнă кĕпер
А5 автоçул çинчи Аре урлă хывнă кĕпер

Ааре, — Рейнăн чи пысăк сулахай юппи. Таршшĕ — 295 çухрăм, шывĕ 17,8 пин çх2 лаптăкран пухăнать.

Çалкуçĕ Берн Альпĕнчи Оберглетчер пăрлăхĕнче вырнаçнă. Малтанхи юхăмра ытти Альпри юханшывсенчен уйрăлса тăмасть — пусахасем, шыв сиккисем нумай. Темиçе пăрлă кӳлĕ урлă юхса тухать, вĕсенчен чи пысăкки — Кримçĕл. Аялараххи юхăмра кимĕсемпе ишме юрăхлă. Малалла юханшыв Бриенцпа Тун кӳллисем урлă, Биль кӳллипе юнаша юхса иртет. Биль кӳллипе юханшыва каналсемпе сыпăнтарнă. Берн хули тавра пысăк кукăр тăвать. Каярах Швейцари плати тăрăх юхса Рейна кĕрет.

Ааре пăр ирелнĕ шывпа тата юр шывĕпе тулать. Çумăр шывĕпе те чылай тулать. Час-часах юханшыв çыранĕнчен тухни пулать, ун чухне вара вăл хăйĕн шывĕпе пĕрле пылчăкпа чул чылай юхтарса антарать.

Юханшыв çинче икĕ шывуправĕ вырнаçнă:

Юпписем

Чи пысăк юпписем: Рейспа Лиммах (кусем сылтăммисем пулаççĕ), Сарин (сулахай юппи).

Хуласем

Юханшыв хĕрринче Берн хули вырнаçнă. Çавăн пекех унăн хĕрринче Аарау, Золотурн, Биль хулисем лараççĕ.

Асăрхавсем

Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.

Read next

In 73 languages

Text from Wikipedia, CC BY-SA 4.0 · Source article