Теодорих Хлотарьпе пĕрле вестготсене хирĕç вăрçнă.
Хильдебертпа Хлотарь франкĕсем Çурçĕр-Анăç Бургундие ярса илнĕ.
532 (531) — Тюринг Герменефредĕ вилнĕ. Теодорик франкĕсем, Хлотарь пулăшнипе Тюрингие хăйсен йышне кĕртнĕ. Хлотарь тюрингсен принцессине — Радегундăна — качча илнĕ.
Кăрлач, 11 — Кустантинре «Ника» пăлхавĕ. Хула вут-кăвара кĕнĕ. Кăрлач, 18 — урамри халăх Юстиниана шельмăланă, императора лартма Ипатия, Анастасий I тăванĕн ывăлне, кăмăлланă. Пăлхав енне нумай сенатор куçнă. Дворецре канашланă. Велизарий тата Мунд (герулсен командирĕ) ипподрома атакăланă. Пусарнă чухне 30 000 яхăн çынна вĕлернĕ. «Ника» пăлхавне Юстиниан I император пусарнă. Кăрлачăн 19-мĕшĕ — Ипатия тата унăн шăллĕне Помпее айăпласа вĕлернĕ. Вĕсен енне куçнă сенаторсен пурлăхне кофискациленĕ.
532—537 — Кустантинри сăваплă София храмне тăваççĕ.