factograf
CV

Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнчи хула

Хайльбронн

Хайльбронн

Key facts

халӑх йышӗ132 516
лаптӑк99,89km²
патшалӑхГермани
тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш157m
правительство пуҫлӑхӗHarry Mergel
All data from the card 29
Официаллӑ ят
ним. Heilbronn
Кӗске ят
Hb
Архивсен вырнаҫӑвӗ
Heilbronn Municipal Archive[d]
Этнохороним
Heilbronner, Heilbronnerin, Heilbronnerinnen, Heilbronnčan и Heilbronnčanka
Патшалӑх
Германи
Администрацин тӗп вырӑнӗ
Хайльбронн
Администрациллӗ-территориллӗ виҫе
Штутгарт
Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ
Неккар
Геоданнӑйсем
Data:Deutschland/Baden-Württemberg/Heilbronn.map
Правительство пуҫлӑхӗ
Гарри Мергель[d]
Халӑх йышӗ
▲132 516 чел. (2025 раштав 31)
Арҫынсен йышӗ
63 756
Хӗрарӑмсен йышӗ
62 702
Административлӑ пайланӑвӗ
Хайльбронн-Биберах[d], Бёкинген[d], Франкенбах[d], Horkheim[d], Klingenberg[d], Neckargartach[d] и Sontheim[d]
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш
157 метр
Тӑванла хула
Золотурн, Франкфурт-на-Одере[d], Безье, Нит-Порт-Толбот[d], Слубице[d] и Новороссийск
Чикӗленсе тӑрать
Хайльбронн
Туризм центрӗ
Q63358557?
Лаптӑк
99,89 km² (2017 раштав 31)
Адрес
Marktplatz
Почта индексӗ
74072–74081
Официаллӑ сайт
heilbronn.de(ним.)
Палӑксен списокӗ
list of cultural heritage monuments in Heilbronn[d]
Сӑваплӑ хӳтӗлекен
Килиан[d]
Пӗрремӗш хут асӑнни
741
Число просмотров/прослушиваний
390 965
Вырӑнти телефон кочӗ
7066 и 7131
Автомобиль номерӗн кочӗ
HN
Субъектӑн хисеплӗ гражданӗсен категорийӗ
Категория:Почётные граждане Хайльбронна[d]
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Хайльбронн (пӗлтерӗшсем) пӑхӑр.

Хайльбронн (ҫавӑн пекех Хайлбронн, Хейльбронн, Гейльбронн; ним. Heilbronn, алем. Hailbrunn), маларах Гейльброн — пулӑхлӑ тӳремлӗхре вырнаҫнӑ хула, Неккар юханшыв хӗрринче, Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнче (патшалӑхра), Германире (ФРГ) вырнаҫнӑ.

Халӑх йышӗ — 122 567 ҫын (2015 ҫул). Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнче 6-мӗш вырӑн йышӑнать. Хулара машина туса кӑларасси (Лэппле, ThyssenKrupp савучӗсем тата ыттисем), хими, хут, апат-ҫимӗҫ (Campina, Knorr савучӗсем) промышленноҫӗ аталаннӑ. Хайльбронн Неккар юханшывӗ ҫинче пысӑк порт шутланать, кунта ҫавӑн пекех тӑвар кӑлараҫҫӗ, эрех тӑвассине аталантарнӑ. Хулара Хайльбронн аслӑ шкулӗ вырнаҫнӑ. Литературӑра Хайльбронн Генрих фон Клейстӑн «Хайльброннри Кэтхен» хайлавне пула паллӑ.

Хула историйӗ

Хайльбронран инҫех мар Неккар айлӑмӗнче ҫын хӑварнӑ малтанхи йӗрсем палеолит тапхӑрне кӗреҫҫӗ. Ӗлӗк-авалчченех Хайльбронн ҫывӑхӗнче авалхи ҫулсем пӗрлешнӗ, вӗсем кунта Неккар урлӑ каҫнӑ.

Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте римлянсем каструмсемпе усӑ курса Неккар ҫумӗпе чикӗне ҫирӗплетнӗ, ҫав шутра хальхи вӑхӑтра хулан Бёкинген (ним. Böckingen) районӗнчи вырӑна та, Рим вӑхӑтӗнче унта пӗтӗмӗшле сакӑр ҫул пӗрлешнӗ пулнӑ. Пирӗн эрӑн III ӗмӗр варринчен пуҫласа римлянсем хыҫҫӑн Неккар айлӑмне алеманнсем тытса тӑнӑ, 500 ҫулта вӗсене франксем (тухӑҫри провинцисене патшан тарҫисене пурӑнма куҫарнӑ) хӗссе кӑларнӑ. Хулан хальхи центрӗнче вырнаҫнӑ пӗрремӗш пысӑк пурӑну вырӑнӗ, тен, ҫавнашкал картишсенчен пӗри пулнӑ та пулӗ.

Ҫак вырӑнсем ҫинчен пӗрремӗш хут 741 ҫулта Хелибрунн дачи (villa Helibrunna) ятпа асӑннӑ. 1050 ҫулта кунта пасар, 1140 ҫулта юханшыв порчӗ йӗркеленнӗ. Ҫуммӑн иртсе каякан суту-илӳ ҫулӗсем ӑнӑҫлӑ вырнаҫнине пула Хайльбронн вӑйлӑ аталанма пултарнӑ та пулмалла.

1281 ҫулта I Рудольф патша Хайльбронна хула прависене парать. 1332 ҫулта хулапа Людвига хирӗҫ тӑракан Австри Фридрихӗпе тунӑ килӗшӳ тӑрӑх, хула ҫыннисене еврейсенчен илнӗ тӗрлӗ япаласемшӗн налук тӳлессинчен хӑтарнӑ. 1371 (1360) ҫултан пуҫласа 1803 ҫулччен хулан импери хули (ирӗклӗ импери хули) статусӗ пулнӑ.

Германири хресчен вӑрҫи вӑхӑтӗнче (1524—26), 1525 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче, Вендель Гиплер Франкони дворянинӗпе Фридрих Вейганд Бамберг епископӗн витӗмӗпе кӑнтӑр-анӑҫ Германин инсургенчӗсенчен тӑракан комисси манифест проектне хатӗрленӗ, унӑн тӗп шухӑшӗ хресченсене дворянсен влаҫӗнчен аллинчен ирӗке кӑларасси, дворянсене чиркӳри пурлӑхӗнчен парнесем парса ҫырлахтарасси, тата суйлавпа пӗтӗм сословисен кӑмӑлне тивӗҫтерессине тӗпе хурса судсен реформине ирттересси пулнӑ.

30 ҫул тӑсӑлнӑ граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, 1631 ҫул вӗҫӗнче, Горн фельдмаршал Гейльбронна (700 импери ҫыннине) хупӑрласа илнӗ, 1632 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче хула ӑна парӑннӑ.

XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче Вюртемберг патшалӑхӗн Гейльбронн хулинче 25 000 яхӑн ҫын пурӑннӑ. Хулара тата унӑн таврашӗнче эрех тӑвасси, йывӑҫпа, кӑмрӑкпа тата вырӑнти фабрикатсемпе суту-илӳ тӑвасси аталаннӑ. Вырӑнти фабрикатсен шутне хут, сӑрӑ тата хими япалисем, стеарин, супӑнь, ҫу, сахӑр, цикори, машинӑсем, музыка инструменчӗсем, хурҫӑран, тимӗртен, ылтӑнран тата кӗмӗлтен тунӑ япаласем кӗнӗ.

1925 ҫул тӗлне Гейльброн хулинче 45 520 ҫын пурӑннӑ. Вӑл Вюртембергӑн промышленноҫпа суту-илӗвӗн пӗлтерӗшлӗ центрӗ шутланнӑ, тата Штутгарт — Дармштат, Мангейм — Нюрнберг ҫулсем ҫинчи чукун ҫулсене ҫыхӑнтаракан пӗлтерӗшлӗ вырӑн пулнӑ.

Хулари районсем

  • Центр (Innere Stadt)
  • Тулашри центр (È. ßere Instadt)
  • Бёкинген (Böckingen)
  • Неккаргартах (Neckargartach)
  • Зонтхайм (Sontheim)
  • Клингенберг (Klingenberg)
  • Франкенбах (Frankenbach)
  • Кирххаузен (Kirchhausen)
  • Биберах (Biberach)
  • Хоркхайм (Horkheim)

Тӑванлӑ хулисем

Хайльбронн урамĕсем
Хайльбронн урамĕсем

Паллă çынсем

  • Адольф Клусс (1825—1905) — инженер тата архитектор, Германири тата Америкӑри рабочисен юхӑмӗн ӗҫченӗ. Карл Маркс тусӗ, АПШра марксизма чи малтан саракансенчен пӗри.
  • Людвиг Пфау (1821—1894) — лирика сӑвӑҫи, прозаик, тӑлмач тата критик. Революционер. Хайльбронн хулин хисеплӗ гражданинӗ.
  • Теодор Хойс (1884—1963) — либерал политик, ФРГ пӗрремӗш президенчӗ (1949—1959). Хайльбронн хулин хисеплӗ гражданинӗ.
  • Густав Шюблер (ним. Gustav Schübler; 1787—1834) — ботаник.

Каҫӑсем

  • Хайльброннӑн хула архивӗ (ним.): https://stadtarchiv.heilbronn.de
  • Хулан официаллӑ сайчӗ (ним.): https://www.heilbronn.de
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Хайльбронн статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.

Read next

In 94 languages

Text from Wikipedia, CC BY-SA 4.0 · Source article