factograf
CV

Болгaр чĕлхи

Болгaр чĕлхи
Ку ăнлава Пӑлхар чĕлхи ăнлавпа пăтраштармалла мар

Болгар чĕлхи (български език) — индоевропа чĕлхе çемьине кĕрекен славян ушкăнĕн кăнтăр кĕçĕн ушкăнĕнчи пăлхарсен чĕлхи. Пăлхари Республикин официаллă чĕлхи. Çырулăхне кириллица никĕсĕпе тунă. Пăлхар чĕлхипе илемлĕ тата ăслăх литературин чылай. Пăлхарла калаçакан тĕнчери мĕнпур йышĕ 2014 çул тĕлне — 9 миллиона яхăн çын.

Ытти чылай славян чĕлхисемпе танлаштарсан, пăлхар чĕлхинче аналитизм тарăн тымар янă: ӳкĕмсем пачах çухалнă (вĕсен функцисем предлогсемпе сăмахсен йĕркелĕшĕ çине куçнă); палăртнă тата палăртман тата «нуллĕ» артикльпе усă кураççĕ. Славян чĕлхисем хушшинче пăлхар чĕлхинче кăна тата çывăх македон чĕлхинче артикльсем пур.

Лексикăлла пăлхар чĕлхи чиркӳ-славян чĕлхине çывăх, халиччен те тухăç славян чĕлхисенчи архаикăллă сăмахсем пур. Историри сăлтавсене пула, пăлхар чĕлхинче тĕрĕк кăкĕнчен тухнă сăмахсем нумай. Вырăс чĕлхипе пăлхар чĕлхин лексиконĕсен пĕрпеклĕхĕ чиркӳ витĕр тухать, стилилистика енĕпе пăлхар чĕлхине серб, хорват тата македон чĕлхисем çывăхрах.

Диалектсем

Пăлхар чĕлхин ареалĕ диалект енĕпе иккĕне пайланать — тухăç тата анăç калаçăвĕсем. Çак облаçсем чикки çурçĕртен кăнтăралла выртать, ѣ вырăнне уçă сасă каланин изофони уйрăмлăхне пула пайланаççĕ.

Çырулăх

Пăлхар алфавитне (българска азбука) кириллицаникĕсĕпе тунă, унта 30 саспалли:

саспалли пăлхарла
ячĕ
тĕпри
аллофон (МФА)
урăх
аллофонсем
А а а
Б б бъ
В в въ
Г г гъ
Д д дъ
Е е е
Ж ж жъ
З з зъ
И и и
Й й кĕске и
К к къ
Л л лъ
М м мъ
Н н нъ
О о о
саспалли пăлхарла
ячĕ
тĕпри
аллофон (ТФА)
урăх
аллофонсем
П п пъ
Р р ръ
С с съ
Т т тъ
У у у
Ф ф фъ
Х х хъ
Ц ц цъ
Ч ч чъ
Ш ш шъ
Щ щ штъ
Ъ ъ ер голям
Ь ь ер малък -
Ю ю йу
Я я йа

Каçăсем

  • Институт болгарского языка Болгарской Академии наук (по-болгарски)
  • Болгарский язык в Ethnologue
  • Болгарский словарь синонимов

К:Украина чĕлхисем

Read next

In 169 languages

cvаԥсшәаAfrikaansAlemannischአማርኛaragonésÆngliscअंगिकाالعربيةمصرىasturianuazərbaycancaتۆرکجهбашҡортсаžemaitėškaбеларуская (тарашкевіца)беларускаябългарскиবাংলাbrezhonegbosanskicatalà閩東語 / Mìng-dĕ̤ng-ngṳ̄нохчийнCebuanoکوردیcorsuqırımtatarcačeštinakaszëbscziсловѣньскъ / ⰔⰎⰑⰂⰡⰐⰠⰔⰍⰟCymraegdanskDeutschZazakidolnoserbskiΕλληνικάEnglishEsperantoespañoleestieuskaraestremeñuفارسیsuomiføroysktfrançaisarpetanNordfriiskFryskGaeilgeGagauz贛語GàidhliggalegoAvañe'ẽGaelg客家語 / Hak-kâ-ngîעבריתहिन्दीFiji HindihrvatskihornjoserbscemagyarհայերենinterlinguaBahasa IndonesiaIlokanoгӀалгӀайIdoíslenskamedžuslovjanskyitaliano日本語JawaქართულიQaraqalpaqshaTaqbaylitKumoringқазақша한국어къарачай-малкъарکٲشُرkurdîкомиkernowekкыргызчаLatinaLëtzebuergeschлезгиLingua Franca NovaLimburgsLigurelombardlietuviųlatviešuमगहीMalagasyолык мариймакедонскиമലയാളംмонголꯃꯤꯇꯩ ꯂꯣꯟमराठीBahasa Melayuэрзяньمازِرونیनेपाल भाषाNederlandsnorsk nynorsknorskoccitanиронਪੰਜਾਬੀpolskiPiemontèisپنجابیپښتوportuguêsRuna Simiromani čhibromânăрусскийрусиньскыйIkinyarwandaсаха тылаᱥᱟᱱᱛᱟᱲᱤsarduScotsdavvisámegiellasrpskohrvatski / српскохрватскиසිංහලSimple Englishslovenčinaslovenščinashqipсрпски / srpskisvenskaKiswahiliślůnskiதமிழ்тоҷикӣไทยTagalogtolışitoki ponaTok PisinTürkçeтатарча / tatarçaудмуртئۇيغۇرچە / Uyghurcheукраїнськаاردوoʻzbekcha / ўзбекчаvènetovepsän kel’Tiếng ViệtWest-VlamsVolapükwalonWinaray吴语მარგალურიייִדישYorùbáZeêuws閩南語 / Bân-lâm-gí粵語中文

Text from Wikipedia, CC BY-SA 4.0 · Source article